Svoboda | Graniru | BBC Russia | Golosameriki | Facebook
Контент патне куҫ

Ишетер Федосия Дмитриевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ишетер Федосия Дмитриевна (чăн хушамачĕ Дмитриева), — тăлмач. 1899 çулхи пуш уйăхĕн 31 халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районне кĕрекен Урпаш ялĕнче çуралнă. 1990 çулхи пуш уйăхĕн 1 Шупашкарта вилнĕ.

1956 çултанпа СССР ÇП членĕ.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Ачасене вĕрентнĕ, «Канаш» хаçатăн куçаруçи, Чăваш АССРĕн кĕнеке палатин библиографĕ пулса ĕçленĕ.

1921 çултанпа вырăсларан чăвашла куçарма тытăннă. Вырăс классикĕсенчен Л. Толстой, М. Горький, Гаршин, тĕнче корифейĕсенчен В. Гюго, М. Твен, Д. Дефо, хамăр вăхăтри çыравçăсенчен В. Каверин, М. Бубенов, С. Баруздин çырнисене куçарнă.