Паллăлăх ĕçхĕл
Курӑнакан калӑплав
Паллăлăх ĕçхĕл, е причасти (термина вырăс чĕлхинчен илнĕ, лешĕ вара авалхи грек, латин чĕлхисенчен калькăласа тымарланать) — глаголăн ятарлă хурăмĕ; япалан ĕç тăвăм тĕлĕшри паллисене кăтартать, паллă ячĕн ыйтавĕсене хурав парать.
Чăваш чĕлхинче[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чăваш чĕлхинче иртнĕ вăхăтри, хальхи вăхăтри, пулас вăхăтри тата пулмалли паллăлăх ĕçхĕл пур.
Иртнĕ вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Иртнĕ вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -нă тата -нĕ аффикссем хушăннипе пулать.
Хальхи вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хальхи вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -акан тата -екен аффикссем хушăннипе пулать.
Пулас вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пулас вăхăтри паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -ас тата -ес аффикссем хушăннипе пулать.
Пулмалли паллăлăх ĕçхĕл[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пулмалли паллăлăх ĕçхĕл глагол тĕпĕ çумне -малла тата -мелле аффикссем хушăннипе пулать.